Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

В (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Вакканҫи — лат. — Учрештенире — ҫынна йышӑнман ӗҫ вырӑнӗ.
Ваксал — анк. — Чукунҫул ҫинче кайанҫӳрен ҫынсем пойӑссене кӗтмелли ҫурт, стантсӑ ҫурчӗ.
Ваксӑ — ним. — Сӑранран тунӑ йапаласене тасатмалли маҫ.
Ваттерппас — анк. — Тӳрӗ ҫисем тӳрем выртнине сӑнаса пӗлмелли хатӗр.
Ваҫелин — лат. — Нехтӑран тасатса тунӑ, ӗне ҫу манерлӗ ҫемҫе йапала; тӗрлӗ емелсем тунӑ ҫӗре, йе пите сӗрме кайать.
Валешник — выр. — Ҫилпе, йе ҫӗрсе ӳкнӗ, ҫӗрте выртакан йӑвӑҫ, турат-тӗрет.
Вальуттӑ — ит. — 1) Векҫӗл хакӗ. 2) Патшалӑхӑн укҫа ҫистемӗ. 3) Патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсен (векҫӗлсен, хут укҫасен, опликатсисен) хакне вӗсемшен пиршӑра паракан хаксемпе танлаштарни.
Ваннӑ — хран. — Пӳртре шыва кӗмелли чӑсмака (шан йевӗрлӗ) савӑт.
Вулккан — Вутлӑ-хӗмле сарт; ҫӗр варринче ҫунса вӗресе тӑракан йапаласем (лавӑ) ҫӗр ҫине шӑтарса тухакан вырӑн.
Вывӗскӑ — Шалта мӗн пурри ҫинчен иртен-ҫӳрене пӗлтерме туса пӳрт-ҫурт ҫумне ҫапнӑ ҫыруллӑ хӑма.
Векҫӗл — ним. — Кивҫен илнӗ укҫана вӑхӑтра тӳлетӗп тесе алӑ пусса панӑ хут.
Ветӑмӑҫ — 1) Пулнӑ, йе пулас тӑкаксене шутласа ҫырнӑ хут. 2) Валеҫҫе памалли йапаласене, йе укҫасене кама мӗнчул тивнине шутласа ҫырнӑ хут.
Веттеринари — лат. — Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене турлетес ӗҫре кирлӗ пӗлӳсем.
Веттеринар — Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене тӳрлетекен тухтӑр.
Венӑ — лат. — Тир витӗр кӑваккӑн курӑнса тӑракан йун тымарӗсем. Венӑсем тӑрӑх ӳтпӳре ӗҫлесе йурами пулнӑ йун кайалла ӳпкесене чупать, ӳпкесенче сывлӑшпа ҫӗнелсен арттерисем (сӑмаха пӑх) тӑрӑх пӗтӗм ӳтпӗве сарӑлать.
Венерӑ — лат. — Хӗвел тавра ҫаврӑнакан шалти планеттӑсенчен пӗри; пӗлӗт ҫинче йе каҫпала (хӗвел анӑҫӗнче), йе ирпеле (хӗвел тухӑҫӗнче) ҫап ҫутӑ ҫӑлтӑр пек курӑнать.
Венкри — Тунай шывӗ тӑрӑх выртакан патшалӑх, вӑрҫӑччен Австрипе пӗрле Австро-Венкри патшалӑхӗ пулса тӑнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен пулнӑ револьутси Венкрире Канаш влаҫӗ те тунӑ, анчах правиттӗлствӑна кӗнӗ меншевиксем пуршуаҫи майлӑ пулнӑран, — Канаш респупликкине часах Румыньи ҫарӗсене чӗнсе пырса ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Венттильаттӑр — лат. — Пӳрте таса сывлӑш кӳртме тунӑ шӑтӑк.
Верстак — ним. — Йӑвӑҫ каскаласа саваламалли вӑрӑм сӗтел, стан.
Верссаль — Париш ҫывӑхӗнчи хула: ӗлӗк Хранси патши пурӑннӑ вырӑн.
Верссаль килӗшӗвӗ — Керманьипе ӑна ҫӗнтерекен патшалӑхсем 1920-мӗш ҫулта тунӑ килӗшӳ: вӑл килӗшӳ тӑрӑх Керманьине пӗтӗмпех ҫаратса пӗтернӗ, чӑтмалла мар контрипутси тӳлемелле тунӑ.
Вилоҫиппет — лат. — Икӗ кускӑҫлӑ, ҫӑмӑл, утланса ларса ура вӑйӗпе чуптаракан урапа.
Винт — 1) Пӑрса кӳртмелли пӑта. 2) Кайккӑ пӑрса кӳртмелле кастарнӑ тимӗр патак.
Винттовкӑ — Кӗпҫе шӑтӑкне винт майлӑ касстарнӑ пӑшал: салтак пӑшалӗ.
Винократ — Кӑнтӑрла йӗнчӗ ӳсекен ӗрех ҫырли.
Вҫаткӑ — 1) Чинлӑ ҫынсем пӗр-пӗр саккуна хирӗҫ пыракан ӗҫе туса панӑшӑн вӑрттӑн йапала (укҫа) илни; 2)ҫавӑн пек ӗҫшӗн паракан йе илекен йапала (укҫа).
Влаҫ — 1) Ирӗк. Канаш (Совет) влаҫе — Канаш (Совет) ирӗкӗ; патша влаҫӗ — патша ирӗкӗ. 2) Тӳре-шара, правиттӗлствӑ.
Вйушкӑ — Кӑмака мӑрйине питермелли чукӑн, йӗ тимӗр питлӗх.
Вохрӑ — крек. — Урайсем сӑрлакан сарӑ краскӑ.
Воторот — Шывамӑшӗ: тессӗр, шӑршӑсӑр, тутӑсӑр питӗ ҫӑмӑл кас, елемент, питӗ хытӑ ҫунать, йӳҫамӑшпе (кислоротпа) химилле хутшӑнсан шыв пулать. Хими палли — Н (аш).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 23:09:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3333 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем